АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Каллех пĕрремĕш!

10:45 25 марта 2015 г.

 

   Пăлапуç Пашьелти аслă классенче вĕренекенсем Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен конкурссене хастар хутшăнаççĕ.

Нумаях пулмасть вырăс тата чăваш филологийĕ тата журналистика факультечĕ йĕркеленипе Аслă çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул тата Чăваш енри К.В.Иванов çултатлăкне халалласа «Хăвна кăтарт – 2015» ятпа 7-11 класра вĕренекенсем валли 2 куна тăсăлнă фестиваль конкурс иртнĕ.

Малтанхи кун фестивальте халăх юррине юрлакансем, литературăпа хореографи тата литература композицийĕсене кăтартакансем,  пĕччен е иккĕн, ушкăнпа ташлакансем , пĕччен е иккĕн, хорпа юрлакансем ăмăртнă .

Тепĕр кунхине çамрăк талантсем тĕрле хайлавсене пăхмасăр калассипе тупăшнă.

Конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ. Автор сăввисене, К.Иванов хайлавĕсене тата вăрçăпа çар, патриотизм темипе çырнă сăвăсене калама ачасем тĕрлĕ районпа хуларан чылаях пухăннă.

Инçе çула пăхмасăр пирĕн шкулти  10 класра вĕренекен Люба Мешкова та унта васканă. Икĕ номинацие хутшăнма ĕлкĕрнĕ хастар хĕрача!  Хăй çырнă «Вăрçă татнă пурнăç» сăвва (ертÿçи – Никитина С.П.) вуланă чухне  куракан-итлекенсен куççулĕ те тухнă. Ку номинацире вăл тантăшĕсене кая хăварса 1-мĕш вырăна тухнă.

Вăрçă темипе О.Козловăн «Баю-бай, ты мой единственный…» хÿхлевне (ертÿçи – Мешкова В.К.) каласа 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Любăна тата ертÿçисене  малашне те çитĕнÿсем  сунса ăшшăн саламлатпăр!

    Маларах чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕ ирттернĕ  тăлмачăсен  конкурсне те хастар хутшăнчĕ Люба. Ун чухне вăл Ордем Гали çырнă «Кĕркунне асамлăхĕ»  хайлава вырăсларан чăвашла куçарнăччĕ. 

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика