АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çут çанталăк кĕвви

10:44 26 марта 2015 г.

 

Поэзи - хăйне евĕрлĕ тĕнче. Ăна ăнланма, хаклама пĕлмелле. Çакă вара сăмах ăсти пултарулăхĕнчен те нумай килет.

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра Г.Ф.Хлебникова сăвăçăн "Çут çанталăк кĕвви" сăвă кĕнеки тăрăх поэзи сехечĕ иртрĕ.

"Çут çанталăк кĕвви" - республикăра иртекен "Литературăллă Чăваш ен: чи лайăх вуланакан 2013 çулхи кĕнеке" конкурсĕнче хутшăннă кĕнекисенчен пĕри.

Библиотекăри тивĕçтерỹ пай ертỹçи Наталия Ракова Г.Ф.Хлебникова сăвăçăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Галина Фирсовна Хлебникова 1964 çулхи юпа уйăхĕн 7 мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Мулакасси ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн журналист пулас ĕмĕтпе ЧПУн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ.

1987 çултанпа Галина Фирсовна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культурине ертсе пырать.

Пултаруллă сăвăç пĕрремĕш сăввине 12 çулта чухнех çырнă, сăвви "Тăван ял" ятлă. Унăн сăввисене вуласан телей, савăнăç, чунсăрлăх тупсăмĕсене тупатăн, ырри патне туртăнатăн. Автор çут çанталăкпа юратăва танлаштарса, этем шăпине меллĕ кăтартса пырать.

Мероприятинче Г.Хлебниковăн сăвă кĕнекинчи "Ват Пăла", "Çутă туйăм", "Чĕрепе чĕререн", "Чун савăнать", "Паянхи чăваш ачисене", "Çурхи кун малашĕ", "Туй кунĕ ячĕпе", "Çын тени" сăвă йĕркисене вуланă чухне вулакансем тимлĕ итлесе ларчĕç, татах та вуласа пама ыйтрĕç. Çакăн пек сăвăсем çырма пултарни вулакана савăнтарать, поэзи тĕнчипе çывăхрах паллашма май парать.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика