08:30 13 апреля 2015 г.
Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен чăваш патщалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Чăваш Енри тата кÿршĕллĕ регионсенчи шкул ачисем валли Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă «Вăрçă вăхăтĕнчи хайлавсем» олимпиада иртрĕ.
Ăмăртăва тăван халăх сăмахлăхне юратакан, илемлĕ хайлавсем вулама килĕштерекен 8-11 классенче вĕренекен сакăр вунă ытла ача хутшăнма кăмăл тунă. Шкул ачисем олимпиада ыйтăвĕсене уйăрса панă вăхăтра онлайнра хуравлама пултарчĕç.
Пăлапуç-Пашьел шкулĕн ачисем те айккинче юлмарĕç. 9 класра вĕренекен Кристина Катыкова тата Дария Иванова (вĕрентекенĕ – Светлана Никитина) олимпиадăра 3-мĕш вырăна тухрĕç.
Олимпиадăра мала тухнисене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр, малашне те чăваш литературипе туслă, ăмăртусенче хастар пулма сĕнетпĕр.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района