АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Наука каçалăкĕнчи çамрăк тĕпчевçĕ Максимова Светлана-çĕнтерÿçĕ

14:45 13 апреля 2015 г.

 

     2015 çулхи ака уйăхĕн 7-11-мĕш кунĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Наука эрни"иртрĕ. Палăртнă кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мĕш наукăпа практика конференцине пуçтарăнчĕç. Кăçалхи çул асăннă мероприятие Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче  9-11 –мĕш классенче пĕлÿ пухакан шкул ачисем "Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем" секцие пуçтарăнчĕç. Пурĕ 13 секци ĕçлерĕ.

Унта хамăрăн вĕренекенсемпе пĕрлех Удмурт, Мари, Пушкăрт республикисенчен килнĕ студентсем, Шупашкар хулинче тата республикăри тĕрлĕ районсенче вĕренекен шкул ачисем хутшăнчĕç. Халăх йăли-йĕркине, чĕлхепе культурăна аталантарас, литературăна тĕпчес ыйтусене çивĕч хускатрĕç çамрăк ăсчахсем.

Конференцире хутшăнакансен доклачĕсем  тарăн  шухăшлă пулни, паянхи çивĕч ыйтусене хускатни  хавхалантарчĕ жюри членĕсене. Асăннă конференцире Патăрьел районĕнчен пĕртен пĕр вĕренекен, Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи Максимова Светлана хутшăнчĕ. „Чĕлхе. Истори. Култура” секцире хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Светлана 9-мĕш класра пĕлÿ пухать, вĕренÿ отличници. Тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче хастар хутшăнать, яланах малти вырăнсене йышăнать. Пултарулăх каçалăкĕнче Светлана Пантелеймоновна Кулакова вĕрентекен хавхалантарса, пулăшса пырать.

Çĕнтерÿçе саламлатпăр. Малашне те ăнăçу, çитĕнÿ сунатпăр.

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика