АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕ иртрĕ

15:27 20 апреля 2015 г.

 

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕ  иртрĕ. Фестиваль программинче чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс  тата «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн конкурсĕ пулчĕ. Наци фестивальне хутшăнакансен йышĕ  çулсерен ӳссех пырать,   район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 50 ача икĕ номинацире  хăйсен пултарулăхне   кăтартрĕç.  «Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем  пилĕк станци витĕр тухрĕç.  Фестиваль вĕçĕнче  ачасен пултарулăх тупăшăвĕ, юрă юрлани, ташă ташлани, харпăр хăй сăввисене вулани пулчĕ. Фестивалĕн республика тапхăрĕн çĕнтерÿçисене жюри  палăртрĕ.

«Туслăх хĕлхемĕ»  фестивалĕ  пуриншĕн те  чăннипех пысăк уяв пулчĕ.

Вырăс программипе ĕçлекен шкулсенчен 3-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен  Дюкина Дария Владимировна çĕнсе илчĕ. Дарийăна конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Хлебникова Галина Фирсовна хатĕрленĕ.

Республика тапхăрĕн «Туслăх хĕлхемĕ»  фестивалĕнчен лайăх кăтартупа таврăннă Дашăпа унăн вĕрентекенне Галина Фирсовнăна саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика