АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » „Чĕрĕ сăмах” конкурсра палăрчĕç

11:27 21 апреля 2015 г.

               

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче, шăматкун, Шупашкарта Наци библиотеки республикăри чи пултаруллă та хастар ачасене пуçтарчĕ.

Чăваш Республикинчи культурăпа халăх пултарулăх керменĕ йĕркеленипе СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе ирттерекен „Чĕрĕ сăмах“ конкурсăн юлашки этапĕ иртрĕ.

Унта Патăрьел районĕнчен 9 вĕренекен хутшăнчĕ.

Çак уявăн тĕллевĕ- чăваш енре пултаруллă, уçă саслă ачасене тупса палăртасси, вĕсене пултарулăх çулĕ çине тухма пулăшасси, тĕрлĕ районти ачасене литература, поэзи урлă туслаштарасси. Пултарулăх стартне тухакансене паллă сăвăçсемпе çыравçăсем, артистсем, педагогсем саламларĕç, хакларĕç.

Уява илем кĕртекенĕ вара чи сумлă та хисеплĕ çыннăмăр, СССР халăх артистки, Вера Кузьмина хăй пулчĕ. Пур ачана та тимлĕн итлесе ларчĕ, алă тытса пил сăмахĕсем, ырă сĕнÿсем парса дипломсемпе ачасене хавхалантарчĕ, çунатлантарчĕ.

Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вĕренекен Максимова Светлана Раиса Сарпин „Эп Нарспи мар“ сăввине вуласа, Первомайски шкулĕнчен Екатерина Новожилова П.Эйзинăн „Тилĕ” сăввине, Анастасия Ухварина О.Берггольц „Ленинградская поэма” сăввине вырăсла илемлĕ вуласа парса пĕрремĕш степеньлĕ диплома илме тивĕç пулчĕç. Çĕньял шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсен ушкăнĕ К.Иванов „Нарспи” сăввине инсценировка лартса парса уйрăм номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Дмитрий Викторовпа Екатерина Шурякована (Первомайски шкулĕ) иккĕмĕш, виççĕмĕш степеньлĕ дипломсем парса чысларĕç.

Уявран ачасем тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Малашне те патăрьелсен „пултарулăх çăл куçĕ” тапса çеç тăтăрччĕ, вăйлă саспа шăнкăртаттăрччĕ.

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика