АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нăрваш Шăхалĕнче «Сарпи вулавĕсем» конкурс иртрĕ

16:28 23 апреля 2015 г.

 

 

Ака уйăхĕн 23–мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Литература çулталăкне халалласа «Сарпи вулавĕсем» пултарулăх кунĕ иртрĕ.

Нăрваш Шăхалĕн хастар ачисем Шупашкартан килсе çитнĕ сумлă хăнасене, районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, конкурса килнисене савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç, сăвă-юрă шăрантарчĕç.

Уява чăваш сăвăçи, пирĕн ентеш Раиса Васильевна Сарпи тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентÿпе методика енĕпе ĕçлекен, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕ Василиса Васильевна Иванова хутшăнни конкурса хутшăнакансене хавхалантарчĕ, савăнтарчĕ.

Районти 15 шкултан 5-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç конкурса. Кăçалхипе вунпиллĕкмĕш хут иртрĕ ку уяв Патăрьел районĕнче. Пурĕ 95 вĕренекен тĕрлĕ номинацире тупăшрĕç: Раиса Сарпи вырăсла тата чăвашла çырнă сăввисене вуласси, поэтесса сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсене сцена çинче юрласси, Раиса Сарпи пьесисен сыпăкĕсене инсценировкăласа кăтартасси тата çыравçă хайлавĕсемпе презентаци роликĕсене проекторпа кăтартса хÿтĕлесси.

Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă: çулсерен сăвă вулакансен таланчĕ ÿссех пыни курăнать, сцена çинче выляс ăсталăх та çÿллĕ шайра пулчĕ. Юрăсене тĕлĕнмелле хитре сасăпа, кĕвве туйса шăрантараççĕ ачасем. Тÿресене мала тухакансене палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ.

Пĕрремĕш номинацире шкул ачисем Раиса Сарпи поэтесса сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласа тупăшрĕç.

Çĕнтерÿçĕсен шутне çаксем кĕчĕç:

Ананьева Ангелина - Аслă Чемен вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ – Ананьева Алина Ивановна);

Суркова Анжела, Кивĕ Ахпÿрт тĕп шкулĕн 6 -мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ – Табакова Марина Ильинична);

Иванова Анастасия, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 6–мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ – Солдатова Светлана Алексеевна);

Захарова Ирина, Туçа вăтам шкулĕн 9 – мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ – Табакова Мария Зиновьевна);

Елагина Виктория, Сăкăт вăтам шкулĕн 9 – мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ–Анюрова Елена Валерьевна);

Мешкова Любовь, Пăлапуç-Пашьел вăтам шкулĕн 10 – мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ - Никитина Светлана Петровна);

Таймукова Карина, Сăкăт вăтам шкулĕн 11 – мĕш класĕнче вĕренекен (вĕрентекенĕ–Елкина Тамара Федоровна).

«Раиса Сарпи сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем» номинацире 1-мĕш вырăна Сăкăт вăтам шкулĕнче 11–мĕш класра вĕренекен Таймукова Карина тивĕçрĕ (вĕрентекенĕ – Анюрова Елена Валерьевна). Çавăн пекех Туçа вăтам шкулĕнче вĕренекен Глинкина Ирина, Герасимова Анна, Захарова Ирина, Хирти Пикшикри Полюдов Дмитрий, Филиппова Настя юрланине те итлеме кăмăллă пулчĕ.

«Раиса Сарпи хайлавĕсене инсценировкăласа кăтартасси» номинацире Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. 6–мĕш класра вĕренекен пĕчĕк артистсем «Çăлтăрлă ĕмĕт» юмаха тĕлĕнмелле ăста выляса кăтартрĕç (пултарулăх ертÿçи – Павлова Нина Ивановна вĕрентекен). Аслă Чемен, Турхан вăтам шкулĕсен, Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулĕн артисчĕсене те куракансем тăвăллăн алă çупса сцена çинчен ăсатрĕç.

«Раиса Сарпи хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ презентаци роликĕсене проекторпа кăтартса хÿтĕлесси» номинацире Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Софронов Владимир çĕнтерчĕ (пултарулăх ертÿçи – Павлова Нина Ивановна вĕрентекен). Аслă Арапуç, Ыхра Çырми вăтам шкулĕсен тата Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсен ĕçĕсене те палăртма кăмăллă (вĕрентекенĕсем – Савинова Валентина Николаевна, Егорова Валентина Валериановна, Кулакова Светлана Пантелеймоновна, Самарина Валентина Анатольевна).

 Çĕнтерÿçĕсем тата призерсем пурте Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн дипломĕсене тивĕçрĕç. Раиса Васильевна конкурса хутшăнакансене пурне те саламласа алă пусса кĕнекесем парнелерĕ.

   Юлашкинчен пурте пĕрле Раиса Васильевнăпа сăн ÿкерттерчĕç.

   Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕ район шайĕнчи паллă мероприятие хатĕрленсе чыслă ирттерсе янăшăн Нăрваш Шăхаль вăтам шкул директорне Платонова Валентина Фадеевнăна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Павлова Нина Ивановнăна, музыка учительне Алексеев Николай Николаевича тав тăвать, малашнехи ĕçре çитĕнÿсем сунать.

 

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика