АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вулав конференцийĕ

08:19 24 апреля 2015 г.

 

 

Уроксем хыççăн Киве Ахпуртри теп шкулта 6-7 класра вĕренекенсем библиотекăна пуçтарăнчĕç.

Чăваш чĕлхи эрнин программинчи тепĕр мероприяти вăл – вулав  конференцийĕ.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табакова ертсе пынипе вĕренекенсем Ольга Туркайăн афганистанра пуç хунă чăваш ачисене асăнса çырнă «Пахчари çĕмĕрт» хайлавпа паллашрĕç, сÿтсе яврĕç.

Вулав конференцине хутшăннă кашни ачах хăй шухăшне палăртма пултарчĕ. Уйрăмах Анжела Сурковăпа Стелла Курицына тухса калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ. Вĕрентекен Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă çыравçăсем, вăрçă ветеранĕсем çинчен каласа панине те кăсăклансах итлерĕç конференцие пухăннисем.

Антонина Иссаковна Капитонова библиотекарь хатĕрленĕ «Вĕсем вăрçă çинчен чăвашла çырнă» ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕпе те вĕренекенсем тăрăшсах паллашрĕç, çитес вăхăтрах çав кĕнекесене вуласа тухма шантарчĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле библиотекарь хатĕрленĕ «Этот День Победы» видео-сюжета пăхрĕç.

Тойсинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика