10:50 30 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа районти "Авангард" хаçат редакцийĕпе районти "Мехел" клуб членĕсем "Вăрçă суранĕ - чĕресенче" темăпа поэзине кăмăллакансен, сăвă çырма юратакансен тата ăна ăста вулакансен конкурсне ирттерчĕç.
Конкурса хапăл тăвакансем йышлăн пулчĕç. Вĕсем хушшинче шкул ачисем те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те, хаçатăн хисеплĕ тусĕсем те пур.
Вĕрентỹ учрежденийĕсенчен уйрăмах Пикшикри, Ыхра Çырминчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсем пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
Сăвă вулакансенчен чи асли вара Шăхачри С. Марукова пулчĕ. 81 çулта пыракан София Петровна ылханлă вăрçа сивлесе ашшĕ çырнă сăвва пăхмасăр каласа та, юрласа та тĕлĕнтерчĕ.
Конкурса хутшăннă хастарсене "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Нина Мазякова саламларĕ, кашнинех Хисеп грамотипе диплом тата асăнмалăх парне парса чыс турĕ.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии