11:40 07 мая 2015 г.
Палапуç Пашьеленчи 5класра вĕренекенсем чăваш литератури урокĕнче Николай Мартыновăн «Юнлă çырла» хайлавне питĕ хумханса вуларĕç.
Калаври тĕп герой Петр Кириллович хăрушă вăрçăра Йăван ятлă юлташне çухатнă. Юнлă çапăçусем хыççăн салтаксене тыла канма илсе тухнă пулнă. Вĕсем пĕр кунхине вăрманти пысăк уçланкăна тухнă. Унта вара талккишпех хĕп-хĕрлĕ хурăн çырли ÿснĕ. Йăван пĕр ывăç çырла татса çиес тесе виç-тăватă утăм тума çеç ĕлкĕрнĕ - сывлăша тăпра муклашкисем сирпĕннĕ. Мина çурăлнă иккен. Петр Кириллович вара юлташне тытса чарайманшăн, вăл ăнсăртран вилнĕшĕн хăйне айăплать. Çав кунранпа хурăн çырли çине те пăхаймасть.
Çак калава вуланă хыççăн ачасем Светлана Никитина вĕрентекенпе пĕтĕмлетÿ турĕç: «Çĕр çинче тек нихăçан та вăрçă ан пултăр! Вăрçă вăл – хуйхă, асап, куççуль, ырату, çухату… Пуç тăрринче мирлĕ тÿпе пултăр! Çынсем, чĕр чунсем, йывăç-курăк хĕвелпе ăшăнса ирĕкре аталанччăр…».
Тепĕр урокра çак хайлав тăрăх изложени çырчĕç. Килте вара ачасем вăрçă темипе вуланă ытти хайлавсем тăрăх е хăйсен вăрçăра пулнă тăванĕсем, кÿршĕри ветерансем çинчен сочинени çырса килчĕç.
Степан Степанов, Семен Спринсян, Светлана Матюшкина, Анастасия Соколова ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Кашниех Çĕнтерÿ ахаль килменнине, вăрçăра çав тери йывăр пулнине, салтаксен паттăрлăхне, тăнăç пурнăçа упрамаллине палăртма тăрăшнă.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района