09:20 21 мая 2015 г.
Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çавна май чăвашсен паллă писательне, прозаикне, публицистне, куçаруçине халалласа Киве Ахпуртри теп шкулти чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсене ертсе пыракан Марина Ильинична Табакова шкул библиотекинче 8 класра вĕренекенсемпе урок ирттерчĕ.
Вĕренекенсем паллă çыравçăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, вăл çырнă кĕнекесене паллашрĕç.
Николай Федорович Ильбеков Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă.
Ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан, Патăрьелĕнчи педучилищерен вĕренсе тухнă.
Литература ĕçне пĕчĕк калавсенчен пуçăннă, каярах повеçсем калăпланă. Унăн чи паллă хайлавĕсем – «Хура çăкăр» роман, «Тăван кун», «Тимĕр» повеçсем, вăрçă калавĕсем. Писателĕн «Хура çăкăрне» вырăсла, эстонла, пăлхарла куçарнă. Илпек Микулайĕ вара хăй чăвашла Л.Кассиль, В.Каверин, И.Вазов, Н.Гоголь хайлавĕсене куçарнă.
Николай Федорович вăрçăра пулнă. Унта вăл фронт хаçатне редакциленĕ, Хĕвел анăç Украинăпа Хĕвел анăç Белоруссие нимĕçсенчен хăтарас наступленисене хутшăннă. Кун çинчен вăл «Эпир – совет салтакĕсем», «Вăрçăпа çĕнтерÿ» кĕнекисенче çырса кăтартнă.
Илпек Микулайĕ – чăваш халăх писателĕ. Çавăн пекех ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă.
Çыравçă пурĕ çирĕме яхăн кĕнеке кăларнă. Шупашкарта 1981 çулхи ака уйăхĕнче вилнĕ. Библиотекăри урок саккăрмĕшсемшĕш усăллă та тухăçлă пулчĕ..
Тойсинское сельское поселение Батыревского района