14:36 11 июня 2015 г.
Паян Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнчи ятлă та сумлă çыннăн çуралнă кунĕ, шăпах 60 çул каялла Анатолий Васильевич Карсаков çут тĕнчене килнĕ.
Çулсем иртнĕ май вăл вăтам шкул пĕтернĕ, 2 çул хушши салтак тивĕçне пурнăçланă…
Анатолий Васильевичăн ĕç кĕнекинчи пĕрремĕш йĕркесем 1967 çултах çырăннă. 1977-2011 çулсем хушшинче тăван колхозра водитель пулса тăрăшнă, хăйне ырă енчен анчах кăтартнă. Паянхи куна илсен вăтам шкулти газ операторĕнче тăрăшать. Анатолий Васильевичăн ĕçне тивĕçлипех хак панă: унăн пухмачĕнче тăван колхозăн, район администрацийĕн, районти ял-хуçалăх управленийĕн Хисеп хучĕсемпе Дипломĕсем упранаççĕ.
Карсаковсен çемйи ял куçĕ умĕнче, вĕсем çинчен никам усал сăмах калаймĕ: килĕштерсе, тату пурăнаççĕ. Анатолий Васильевич мăшăрĕ - Альбина Вениаминовна – ялти фельдшер пунктĕнче вăй хурать, ялти халăх сывлăхне тимлет, Арсений ывăлĕ мăшăрлă, ачаллă, Алексейпа Анастасия - студентсем.
Карсаковсен кил-хуçалăхĕнче те тирпей анчах хуçаланать, пахча тулли улма-çырла, вĕлле…
Сумлă юбилей ячĕпе Алманчă ял администраци пуçлăхĕ Георгий Фомин Анатолий Васильевича Хисеп хучĕпе тата сумлă парнепе чысларĕ. Юрă-парне те юбиляр кăмăлне килчĕ.
Хисеплĕ Анатолий Васильевич! Сире сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Сывлăху çирĕп, ĕмĕрÿ вăрăм, пурнăçу пуян пултăр. Çемьери туслăхпа юрату хĕлхемĕ нихăçан та ан сÿнтĕр. Кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепÿ ан иксĕлтĕр. Мăшăрпа, ачасемпе савăнса нумай çул пурăн!
село Алманчиково Батыревского муниципального округа