10:52 14 августа 2015 г.
2015 çул - литература çулталăкĕ. Чăваш писателĕсемпе поэтсем те кăçал темиçе кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Вĕсенчен пĕри - пирĕн ентешĕн, Валерий Раштавăн "Телей кайăкĕ" юрă кĕнеки. Кĕнеке хытă хуплашкаллă, Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографийĕнче 1000 экземплярпа пичетленсе тухнă, Валерий Раштав - çамрăк поэт, сăвă тата юрă çыракан, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл сусăр пулнипе Кугесинчи инвалидсен çуртĕнче пурăнать.
Кĕнекен пĕр экземплярне автор Патăрьелĕнчи тĕп вулавăша парнелерĕ.
Кĕнекере 211 юрă, хăй кĕнеки икĕ пайран тăрать.
Пĕрремĕш пайĕ - Валерий Раштав сăмахĕсемпе çырнă юрăсем. Раштав юррисене кам кăна юрламасть!!! Пĕччен те, иккĕн те, виççĕн те, тăватшарăн та юрлаççĕ. Уйрăмах Фарида, Алексей Московский, Евгений Кузнецов, Андрей Думилин, Татьяна, Алексей Шадриков, Ирина Николаева, Владимир Питаков, Ольга Семенова, Светлана Сергеева, Катя Тихонова, Игорь Иванов, Зарина, Раниф Вахитов, Любовь Афанасьева, Максим Кузнецов, Алина Савельева, Денис Пугач, Сергей Павлов, Сергей Лекерев, Дипендра Мани, Александр Васильев, Регина Московская репертуарĕнчи юрăсем, иккĕн юрлакансен хушшинче Фарида тата Стас Владимиров, Алексей Московский тата Дипедра Мани, Светлана Вутăшпи тата Евгений Кузнецов, Ольга Семенова тата Андрей Думилин, Ольга Семенова тата Данила Ленский, Алевтина Кузнецова тата Андрей Кузнецов, виççĕн юрлакансенчен - Ольга Ухтеркина, Ольга Петрова, Вероника Сотнезова, тăваттăн юрлакансенчен - Алина Федорова, Регина Московская, Алексей Московсуий, Денис Пугач, юрлакан ушкăнсенчен "Хавас", "Хусан чăвашĕсем" репертуарĕнчи юрă сăмахĕсем шăрçа пек вуланаççĕ, юррисем те илемлĕ шăранаççĕ.
Иккĕмĕш пайĕ - çитес вăхăтра кун çути куракан юрăсем. Пурĕ 51 юрă. Халлĕхе вăл юрăсене никам та юрламан-ха.
Хисеплĕ вулакансем! Сире Валерий Раштавăн кĕнекине вулавăша килсе вулама сĕнетпĕр, юрăсен авторне çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунатпăр. В.Раштавран тата çĕнĕ кĕнекесем кĕтетпĕр
Батыревский район Чувашской Республики