09:24 02 сентября 2015 г.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пусланнăранпа пĕр эрне хыçа юлчĕ.
Мĕнпе асра юлчĕ-ха кĕрхи уйăхăн пĕрремĕш ирĕ Тури Туçа шкулĕн вĕренекенĕсемшĕн? Юсаса çĕнетнĕ шкулта кăçал 153 ача. Вĕсенчен вуниккĕшĕ пĕрремĕш класа килчĕç.
Пĕлÿ кунĕ сăвă-юрăсемпе,Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсен кĕввисемпе, салам сăмахĕсемпе пуçланчĕ. Савăнăçлă линейкăра ачасемпе вĕрентекенсене, курма килнĕ хăнасене уяв ячĕпе шкул директорĕ Петр Шашкин, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Перепелкин, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Елена Перепелкина, районти депутатсен Совечĕн председателĕ Петр Перепелкин, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валерий Салмин, Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте саламларĕç, пурне те тăрăшулăх, тÿсĕмлĕх, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ шкула йĕлтĕр, канцеляри таварĕсем парса хавхалантарчĕ.
Пĕрремĕш шăнкăрава 11-мĕш класра вĕренекен Павел Кузнецовпа пуçласа 1-мĕш класа килнĕ София Нягина пачĕç.
Шкулти тăваттăмĕш класс малашне пограничниксен класĕ пулĕ. Районти пограничниксен обществи вĕсене хăйсен йышне илчĕ. Уява килнĕ пограничниксем: Николай Тинюков, Александр Быков, Валерий Пыркин, Владимир Артемьев, К. Мустаев, Л. Ильеров, Геннадий Рубцов тата Алевтин Мулюков ачасене пограничниксен береткисене парса чысларĕç, лайăх çын пулса ỹсме наставлени пачĕç. Çавăн пекех пулас пограничниксем тăрăшса вĕренме, спортра çитĕнỹсем тума, çĕр – шыва юрăхлă çынсем пулма тупа турĕç.
Тойсинское сельское поселение Батыревского района