12:06 15 октября 2015 г.
Патарьелĕнчи тĕп библиотекăна вырăнти çыравçăсем час-часах хăйсен çĕнĕ кĕнекисене парне тăваççĕ. Литература çулталăкĕнче ку пулăм татах та вырăнларах пек туйăнать. Нумаях пулмасть Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан А.А. Павлов библиотекăна хăйĕн "Калавсем" ятлă кĕнекине парнелерĕ.
Александр Алексеевич Павлов 1923 çулта Кивĕ Ахпỹртре çуралн.. Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шăнкăртамри çу заводĕнче, статистикра, çĕвĕ çĕлекен артелте бухгалтер çумĕнче, тăван ялта счетоводра ĕçленĕ. 1945 çулта ăна комсомолăн Патăрьел райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Çав вăхăтрах радиоорганизатор ĕçне те туса пынă. 1948-1951 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ, Чăваш радиокомитетра дикторта ĕçленĕ. 1951-1965 çулсенче Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕнче истори учителĕ, Мăкăр шкулĕн директорĕ пулнă. 1967-1977 çулсенче Кивĕ Ахпỹртри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕнче ĕçленĕ. Унăн педагогикăри стажĕ хĕрĕх çул ытла, çав шутра çирĕм пилĕк çул шкул ертỹçи пулнă. РСФСР çут ĕç отличникĕ, пропагандист, лектор, ялкор ĕçĕсенче те тăрăшса вăй хунă. Юлашки çулсенче илемлĕ литература хайлавĕсене çырма пуçланă.
Çак кунсенче унăн "Асрах ун ячĕ" поэма тата "Эпир те пулнă" сăвăсен пуххи пичетленсе тухрĕ.
Александр Алексеевичăн сăввисем питĕ çăмăл вуланаççĕ. Калавĕсенче ял çыннин пурнăçне тĕрлĕ енлĕн çырса кăтартать. Хăй пурнăçĕнче курни-илтни, аса илнисем кĕнекере тĕп вырăн йышăнаççĕ.
Александр Алексеевича чун-чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр, литература ĕçенче малашне те çитĕнỹсем тума сĕнетпĕр.
Батыревский район Чувашской Республики