АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхене вĕрентекенсем Аслă Чемен вăтам шкулĕнче

17:24 22 октября 2015 г.

     Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем «Чăваш чĕлхипе литературине культурăсен çыхăнăвне тĕпе хурса вĕрентесси» темăпа йĕркеленĕ семинара пухăнчĕç.

     Семинара килсе çитнĕ 23 вĕрентекен çак шкулта тăван чĕлхене, тăван ен культурине ертсе пыракан виçĕ педагог урокĕнче пулса вĕсене хакларĕç.

     Эльвира Ильинична Селиверстрова вĕрентекенпе 5-мĕш класра вĕренекенсем Юрий Скворцов çыравçă çырнă «Амаçури анне» хайлавне тишкерчĕç. Кашниех çемье телейĕ мĕнре пулнине ăнланма тăрăшрĕ, тăван аннерен хакли çĕр çинче никам те çуккине ăша хыврĕ. Çамрăк учитель урока çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн йĕркелесе ирттерчĕ, çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене шута илнĕ, ачасен вĕренес туртăмĕ пысăк пулни те палăрчĕ.

    Улттăмĕшсем Лидия Николаевна Басова вĕрентекенпе пĕрле ÿнер тĕсĕсен уйрăмлăхĕсене алла илме тăрăшрĕç, хăйсем хатĕрлесе килнĕ презентацисем урлă илем тĕнчине çитме ăнтăлчĕç.

    Альбина Леонидовна Сергеева ертсе пынипе çиччĕмĕшсем тăван ен культури урокĕнче чăваш халăхĕн авалхи транспорт ячĕсене аса илсе çирĕплетрĕç, куçса çÿремелли, япала турттармалли урапа-çуна тĕсĕсемпе  паллашрĕç, лаша кÿлмелли хатĕрсен ячĕсене астуса юлма тăрăшрĕç.

     Вĕрентекенсем уçă уроксене тишкерсе хакларĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.

   Семинара хутшăнакансен умĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина тухса калаçрĕ, çитес вăхăтра район шайĕнче чăваш чĕлхи тата литературипе иртекен олимпиадăсем çинче чарăнса тăчĕ, шкул администрацине мероприятие ирттерсе яма майсем туса панăшăн тав турĕ. Юлашкинчен хăнасене шкул ачисем концертпа савăнтарчĕç.

   

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика