08:34 02 ноября 2015 г.
Республикăра авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» («Образ Нарспи – глазами современного школьника») ятлă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Сочинени конкурсне К.В. Иванов çулталăкне ирттермелли планпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – ачасен шухăшлавне, вулав туйăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси.
Вуннăмĕш класра вĕренекенсем сочинени конкурсне малтан шкул, кайран район шайĕнче хутшăнчĕç. Республика тапхăрне 14 районтан тата 7 хуларан 55 сочинени тăратнă. Вĕренекенсем сочиненисене чăвашла та, вырăсла та çырма пултарнă. Ĕçсене жюри çак критерисене тĕпе хурса хакларĕ: сочинени панă темăпа шайлашса тăни, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, ача хăйĕн шухăшне çыпăçуллă тата ĕнентерÿллĕ çырса пани, пуплев культури. Тарăн шухăшлă, тĕрлĕ стильпе çырнă сочиненисем пулни жюри членĕсене уйрăмах савăнтарчĕ. Ĕçсене жюри членĕсем уйрăммăн пăхса вун икĕ ĕçе уйăрса илчĕç, пĕрле сÿтсе явса çĕнтерÿçĕсене икĕ номинацире палăртрĕç.
Конкурса Патăрьел районĕнчен 3 ĕç тăратнă.
Чăваш шкулĕсем хушшинче 2-мĕш вырăна Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 10 – мĕш класра вĕренекен Кристина Катыкова йышăнма пултарчĕ. (Ертÿçи – чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Никитина Светлана Петровна).
Çĕнтерÿçĕпе ун вĕрентекенне саламлатпăр!
Батыревский район Чувашской Республики