08:02 19 ноября 2015 г.
Кашни ачан ашшĕ-амăшĕпе юнашар тăван килте çитĕнес килет. «Атте юратăвĕ сăрт-туран çуллĕ, анне юратăвĕ океанран тарăн» - тенĕ ваттисем. Атте-аннепе ÿсекен ачасем вара чи телейлисем. Анчах та çĕр çинче темле шăпаллă ачасем те пур. Пĕрисене амăшĕсем çуралсанах пăрахнă, теприсен ашшĕ-амăшĕ аварие лексе е урăх инкеке пула çут тĕнчерен уйрăлса кайнă, виççĕмĕшĕсен ашшĕ-амăшĕн прависене туртса илнĕ, саланнă çемьери ачасене пайлани те пур…
Пăлапуç Пашьелти вăтам шкулăн 5 класра вĕренекенĕсем Юрий Скворцовăн «Амаçури анне» калавне хумханмасăр вулаймарĕç. Автор хăй те йывăр шăпаллă пулнă-çке. Митя шăпи хытах пăшăрхантарчĕ вĕсене. Нисса Никифоровна пек икĕ питлĕ çынсем пурнăçра чăнах та пур тесе палăртрĕç ачасем. Митьăна ытла та кураймасть-çке вăл.Тен, хăйĕн ачисем çуккишĕн кĕвĕçет? Апла-и, капла-и, ун пек хĕрхенÿ туйăмĕсĕр хĕрарăмсем çемье ăшшине тытса пыма пултарайманнине те каларĕс ачасем. Вĕсене Митьăн чăтăмлăхĕ тĕлĕнтерчĕ те, ĕçчен , тÿрĕ чунлă пулни савăнтарчĕ. Тĕнчере ырă çынсем пурри ăшăтать ун чунне, пурте амаçури амăшĕ пек чĕресĕр мар. Кулине инке, Акулин аппа, Илюш…Акă камсем Митьăн аманнă чунне вăй параççĕ. «Эх, тăван анне!.. Мĕнешкел ырă пулмалла унпа пурăнма!..Мĕн тери телейлĕ вĕсем, тăван аннеллĕ Илюшсем!..» - тесе шухăшлать Митя Кулине аппапа тăван мар амăшне танлаштарнă май. Кулине аппа ун таса мар тумтирне те çуса тасатнă , ывăлĕнне çеç мар…
Кашни ачах хăйĕн çемйи çинчен ырă сăмах каларĕ. Пурте ашшĕ-амăшне итлесе, пулăшса пурăнмаллине те асăнчĕ. «Вĕсене кÿрентермелле мар, атте-аннепе юнашар пурăнма ытла та ырă , çĕр çинче кунран пысăк телей ачашăн урăх çук та», -текен шухăшпа вĕçленчĕ Светлана Никитина вĕрентекен ирттернĕ урок.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района