АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕҫ опытне пĕтĕмлетрĕҫ

17:33 09 декабря 2015 г.

2015 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Туҫари вăтам шкула районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем  Яковлева Валентина Петровна педагогăн ĕҫ опытне пĕтĕмлетме, унăн ĕҫри пултарулăхне хакпама пуҫтарăнчĕҫ.

  Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем 10-мĕш класра «Федор Павлов – чăваш халăхĕн нумай енлĕ талантлă ывăлĕ» темăпа уҫă урок итлерĕҫ.

Урокра мĕн пуҫласа вĕҫне ҫитиех тĕрĕс те уҫăмлă чăваш сăмахĕ янăрарĕ. Веренекенсем Фёдор Павлович Павлов кун-ҫулне тишкернĕ май вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш ҫулĕсенче пур енлĕ талантлă ҫын пулнине тĕслĕхсемпе ҫирĕплетрĕҫ: композитор, дирижер, сăвăҫ, ҫыравҫă, драматург, тĕпчевҫĕ, педагог. Халăх судйи пулса та ĕҫлеме тӱр килнĕ ăна. Вĕренекенсем урокра Федор Павлов кĕвĕленĕ юрăсене киленсе итлерĕҫ, вăл ҫырнă «Ялта» драма сыпăкне тĕлĕнмелле ĕнентерӱллĕн выляса кăтартрĕҫ, урок вĕҫĕнче пĕтĕмлетсе хаҫат та хатĕрлесе кăларчĕҫ.

Тĕп калаçу уҫă урок тавра пулчĕ. Калаçăва районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Пантелеймоновна Кулакова ертсе пычĕ.

Итленĕ урок уйрăмах чи курăмлă та пахалăхлă пулнине çирĕплетсеНăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ĕҫлекен Нина Ивановна Павлова ҫапла палăртрĕ: «Урокра Федерацин патшалăхвĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисем тата çĕнĕ мелсемпе майсем палăрчĕҫ, вĕренекенсем пĕлĕве учитель кăтартса пынипе хăйсем тĕллĕн анлăлатма хăнăхса пыраҫҫĕ.»

Валентина Петровна  çак шкулта учительте 34 çул вăй хурать, аслă категориллĕ.  Ăста учитель пултарулăх лаççинче пулса учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах ушкăнпа ĕçлемелли майсем уçăмлă палăрчĕç. Ачасене темăпа кăсăклантарса яни, хăйсем тĕллĕн ĕҫлеме майсем туса пани урок сĕмне татах та пуянлатрĕҫ.

Валентина Яковлева районти пултаруллă ĕҫлекен вĕрентекенсенчен пĕри. Ҫитĕнекен ăру тĕрĕс те анлă тавракурăмлă, ҫирĕп ăс-хакăллă, таса чун-чĕреллĕ ҫитĕнччĕр тесе кашни урока, класс тулашĕнчи ĕҫсене пĕтĕм кăмăлтан хатĕрленсе ирттерет. Вĕренекенсене ял историне, ялти паллă ҫынсен кун-ҫулне тĕпчеме вĕрентет.

Литературăри ĕҫĕ те курăмлă Валентина Петровнăн. Вăтаел ялĕн историне тĕпчесе вĕрентекен «Пăла шывĕ хĕрринче» кĕнеке пичетлесе кăларма пултарчĕ. Районти «Авангард» хаҫатпа республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаҫатра, тĕрлĕ журналсемпе вĕренÿ пособийĕсенче ҫулсерен калавсемпе статьясем кун ҫути кураҫҫĕ.

Вĕрентӱ пайĕн методисчĕ Елена Перепелкина пултаруллă ĕçлекен учителĕн паха опытне пĕтĕмлетнĕ май çĕнĕ меслетлĕхпе сĕнÿсене кулленхи вĕрентӱ ĕҫĕнче çирĕплетме сĕнчĕ, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни, кунта килнĕ çамрăк учительсене вĕренÿ тата меслетлĕх енчен пулăшу панин пĕлтерĕшлĕхне палăртрĕ.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика