10:50 15 декабря 2015 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин Министрествин хушăвĕпе килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕнче 7-9 классенче вĕренекенсем валли пĕтĕм чăвашсен интернет олимпиади иртрĕ.
Унта Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç.
Конкурса хутшăннă чăваш шкулĕсенче вĕренекен пилĕк çĕре яхăн ача хушшинче пирĕн шкулти 8 класри Татьяна Васильева тата 9 класри Даниил Павлов çĕнтерÿçĕсен ушкăнне лекрĕç. 7 класри Мазякова Ирина, 8 класри Мазяков Ильяпа Гордеева Ольга вара – призерсен ретĕнче.
Ачасен ĕçĕсемпе Светлана Петровна Никитина тата Ирина Владимировна Матюшкина чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем те кăмăллă пулчĕç.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района