16:38 23 декабря 2015 г.
Чăваш Наци Конгресĕ, "Хыпар", "Тантăш" хаçатсем сумлă чăваш çыравçи Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитнине чысласа "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман тăрăх авăн- чỹк уйăхĕсенче "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман- иртнĕ кун çути хайлавĕ" ятпа викторина ирттерчĕç.
Ăмăртăва 70 яхăн çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе ачасем те хутшăнчĕç, Н.Павлова (Нăрваш Шăхаль), Л.Владимирова (Ишлĕ Шетмĕ). Е.Анюрова (Сăкăт), В.Самарина, Л.Осипова (Турхан), С.Кулакова (Ыхра Çырми), С.Никитина (Пашьел)- вĕрентекенсем, çавăн пекех Д.Иванова (Пашьел), М.Артемьева (Ишлĕ), А.Анюрова (Сăкăт) вĕренекенсем пур ыйтăва та тĕплĕн хуравласа Хисеп хучĕсем илме тата пĕчĕк парнесене тивĕçрĕç.
Эпир Раççейре литература, Чăваш Енре К.В. Иванов çулталăкĕнче çак конкурса хутшăнса кĕнекепе туслă пулнине çирĕплетрĕмĕр, ĕнентертĕмĕр. Унăн ыйтăвĕсене хуравлас тĕллевпе Куçма Турханăн 3 кĕнекерен тăракан романне çине тăрса тĕплĕн вуласа тухрăмăр. Куç умне 16-мĕш ĕмĕрти мăн-мăн асаттесен пурнăçĕ яр уççăн тухса тăчĕ. Çакăн пек ĕçсем вулама, шухăшлама, хамăрăн иртнĕ пурнăç çинчен ытларах пĕлме хистеççĕ. Малашне те кĕнекепе туслă пулма, конкурссене хастар хутшăнма çирĕп вăй-хал сунатпăр.
Батыревский район Чувашской Республики