11:58 28 декабря 2015 г.
Тăван халăх йăли-йĕркине упрас, хулапа ял ачисен туслĕхне çирĕплетес тĕллевпе Чăваш наци конгресĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут Чăваш елки ирттерчĕ. Савăк çунатлă хĕл чĕкеçĕ тĕп хулари "Çеçпĕл" кинотеатр керменне вĕçсе килчĕ, районсенчи чи пултаруллă та хастар ачасене пуçтарчĕ.
Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми шкулĕнчен те çак уявра виçĕ ача - Майкова Яна, Сорокина Анастасия, Соловьева Марианна пулса курчĕç.
Уяв концерчĕ хавхалануллăн та хаваслăн янăрарĕ, талантлă ачасен пултарулăхĕпе алă çупса киленсе ларчĕ зал. Ачасем пурте маттур та хастар пулчĕç. Уявăн чи хаваслă пайĕ, паллах, елка тавра иртрĕ. Тĕрлĕ юмахри сăнарсем хавас та тарават кăмăлĕсемпе илĕртсе тăчĕç, мĕнле кăна вăйă выляттармарĕç. Ачасем пурте Хĕл Мучи парнине тивĕçрĕç, хавхаланса, тулли кăмăлпа таврăнчĕç шĕкĕр хуламăр уявĕнчен. Тепĕр çулччен, Чăваш елки!
Долгоостровское сельское поселение Батыревского района