09:18 29 декабря 2015 г.
Аслисем те кĕçĕннисем те парне илсен тем пекех хĕпĕртеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара пушшех те. Уйрăмах пирĕнтен кашни чăтăмсăррăн кĕтекен Хĕл Мучи парнишĕн хавас. Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, çулталăкĕпех çапла пурăнатăн теççĕ. Шăпах çакна шута илсе Ыхра Çырми шкулĕнче пĕлỹ пухакан саккăрмĕш класс ачисем те савăнăçлăн тулли кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленеççĕ çитес Çĕнĕ çула. Класа илемлетнĕ, уяв сĕмĕ кĕртнĕ, чăрăш та лартнă. Çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Тĕрлĕ олимпиадăра, конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче те палăрчĕç. Иккĕмĕш чĕрĕке лайăх паллăсемпе вĕçлеме палăртнă.
-Пире кашни çулах Хĕл Мучи парнесемпе савăнтарать. Кăçал та вăл тутлă çимĕçсемпе тултарнă 22 арчапа килчĕ - хаваслăн пĕлтерчĕ класс ертỹçи Светлана Пантелеймоновна Кулакова класс ачисемшĕн хĕпĕртесе. Упăте çулталăкĕ те ырă пурнăç, кулленхи савăнăç-телей парнелессе шанса, ĕмĕтленсе пурăнасчĕ.Юмахри Юман паттăр пек сывлăх сунатпăр пĕр-пĕрне! Пĕлтĕрхинчен темиçе хут лайăхрах пултăр. Телей сунатпăр пурне те..
Долгоостровское сельское поселение Батыревского района