АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçне кура- хисепĕ

15:00 18 января 2016 г.

                             

Çак кунсенче Чăваш наци конгресĕн Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта икĕ проекта сÿтсе яврĕç.

Çавăн пекех Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциаци ĕçне-хĕлне пăхса тухрĕç, çитес çулăн ĕç планĕпе паллашрĕç.

Ассоциаци ертÿçи С.П. Кулакова Раççейре Литература, Чăваш Енре К.Иванов çулталăкне халалласа ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. «Районти чăваш чĕлхипе литература пĕрлешĕвĕн çÿпçи кăмăл-туйăм пахалăхне аталантармалли майсемпе мелсен тĕлĕшĕнчен пуян. Пĕр-пĕрин чĕрĕ опытне курас тĕллевпе, çавăн пекех паянхи пурнăç ыйтăвĕсене хускатакан кирлĕ, усăллă мероприятисем тăтăш иртеççĕ. Тĕрлĕ çĕре тухса çÿреççĕ. Патăрьелсен пултарулăх çăл куçĕ тапса çеç тăрасса, Ĕç çынни çулталăкĕнче те тата та тăрăшса ĕçлесчĕ»,- тесе çирĕплетнĕ Светлана Пантелеймоновна. Патăрьелсен ĕçне ЧНК пайташĕсем пысăк хак панă, яваплăха туйса тăрăшса вăй хунине палăртнă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Н.Ф.Угаслов хушăвĕпе Светлана Пантелеймоновна Кулаковăна чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕç тунăшăн Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Светлана Пантелеймоновнăна саламланă май малащнехи ĕçре те ăнăçусем сунатпăр.

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика