АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Хыпар" хаçат - 110 çулта!

16:28 21 января 2016 г.

 

Патăрьелăнчи тĕп вулавăшра "Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" - 110 çулта!" информаци сехечĕ иртрĕ. Тивĕçтерỹ пай пуçлăхĕ Наталия Ракова "Хыпар" хаçат историйĕ çинчен тĕплĕ каласа пачĕ.

Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" хăйĕн вулаканĕсем патне пуçласа çитнĕренпе 110 çул çитрĕ. 1906 çулхи кăрлач уйăхĕн 21 - мĕшĕнче хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă.

"Хыпар" - Раççейри наци хаçат-журналĕн пĕрремĕш кăларăмĕсенчен пĕри. Хаçата чăвашсен паллă ученăй-энциклопедисчĕ Николай Васильевич Никольский никĕсленĕ. Н.В.Никольский хаçатăн тĕп тĕллевне - халăхшăн ĕçлемеллине - палăртнă. Анатри чăваш Иван Яковлев тунă çырулăх тата тури чăваш Николай Никольский çак çырулăхпа никĕсленĕ хаçат тахçан сапаланса кайнă, тĕрлĕ-тĕрлĕ хутлăхра пурăнакан чăвашсене пĕрлештернĕ. Хаçат тухма пуçличчен Самарпа Ĕпхỹ, Хусанпа Чĕмпĕр, Ĕрĕнпур кĕпĕрнисенчи чăвашсен хастар яш-кĕрĕмĕпе хĕр упраçĕ - сутталла туртăнакансем - Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче е ятарлă ушкăнсенче кăна тĕл пулайнă. Эрнере пĕрре тухса тăнă хаçат вара вун-вун пин çынна вĕсем чăваш пулнине, чăвашăн та вырăсăнни е тутарăнни пекех хаçат пуррине, чăваш вырăсран нимĕнпе те кая маррине, чăвашăн хăйне телейлĕ тăвас тесен пĕлỹ патне ăнтăлмаллине кăтартса панă.

"Хыпар" хаçат 1906-1907 çулсенче, унтан 1917 çулта тин тепĕр хут тухма тытăнать. Хаçатăн малтанхи номерĕсенчех темиçе енлĕ статьясем пичетленĕ: Правительство хушăвĕсем? Патшалăх думин суйлавĕ çинчен? пурне те вĕрентмелли йĕркене хăвăртрах ĕçе кĕртесси çинчен? Çĕпĕре куçса каякан хресченсене çăмăллăхсем пани çинчен? Çĕр çинчен, вăл хăй тĕнĕлĕ тавра çаврăнни çинчен... Телеграммăсем? вырăнти терт-нуша, чăвашсен уйрăм ялĕсенчишухăш-кăмăл? хăйне евĕрлĕ сăвăсем. Хаçатăн малтанхи номерĕсене вуланă çынсем çапла каланă: "Пирĕншĕн те, чăвашсемшĕн, тĕнче çутти çутăлчĕ".

Хальхи "Хыпар" хаçат Чăваш Енĕн пичетпе культура историйĕнче пысăк вырăн йышăнать. Унăн номерĕсем республика çыннисене кирлĕ информаципе туллин тивĕçтерсе тăраççĕ. Хыпарта ĕçлекенсем чăвашлăха упрасса, чăваш культурине, йăли-йĕркине малашне те аталантарса пырасса шанатпăр.

"Хыпар" хаçата сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр! Хаçат хăйĕн сулмаклă çулĕпе малтан мала çĕкленсех пытăр, чăваш ятне çỹле çĕклетĕр!

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика