09:04 29 января 2016 г.
Шăнкăртамри Э.З.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулта семинар иртрĕ
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шăнкăртамри Э.З.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ семинарĕ иртрĕ.
Аслă категориллĕ учитель Лидия Валерьевна Павлова 18 çул тутар ачисене чăвашла илемлĕ вулама тата çырма вĕрентет, сăвă вулас ăсталăха хăнăхтарать, грамматика пĕлĕвĕсене алла илме пулăшать.
Ольга Владимировна Лукьянова çамрăк специалист та вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç.
Семинара районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Кулакова ертсе пычĕ, итленĕ уроксен пахалăхне палăртрĕ, çывăх вăхăтра туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.
Уçă уроксене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Районти учительсем итленĕ уроксене пысăк хак пачĕç, тутар ачисем чăвашла таса та тĕрĕс калаçнине итлесе савăнчĕç.
Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ Елена Перепелкина семинара пĕтĕмлетнĕ май чăваш чĕлхи вĕрентессинче ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарассине шута илмеллине палăртрĕ, мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма майсем туса панăшăн шкул администрацине тав турĕ.
Вĕрентекенсем çавăн пекех шкул музейĕнчи экспонатсемпе, Шăнкăртам ялĕн историйĕпе тата ялти паллă çынсен кун-çулĕпе паллашрĕç.
Семинара хутшăнакансене шкул ачисем пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç.
Батыревский район Чувашской Республики