АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрий Сементер çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май

15:08 02 февраля 2016 г.

Чăвашсен паллă поэчĕ Юрий Сементер çуралнăранпа 75 çул çитрĕ. Юрий Семенович вун-вун кĕнеке авторĕ. Вăл пушкăрт, мари, белорус çыравçисен драмипе комедисене чăвашла куçарнă. Вĕсене театрсенче те лартнă.   30 çул хушши «Тăван Атăл» журнал редакторĕ пулса тăрăшнă.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял вулавăшĕнче чăваш халăх поэчĕ, куçаруçи, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Сементер çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май «Сăввăмсем, шăнкăртатса шăранăр» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Аслă çулти вулакансем библиотекăра поэтăн ĕçĕ-хĕлĕпе, сăвви-юррисен пуххисемпе паллашнă.

Ял вулавăшне çÿрекенсем хушшинче юлашки вăхăтра поэзие кăмăллакансем пурри те савăнтарать. Юрий Сементерĕн «Ĕмĕрсем параççĕ алă», «Хуркайăк çулĕ» Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Кĕрхи вĕçев» кĕнекисемпе вуншар çын паллашнă.

Поэтăн «Уçланкăри палан», «Çыру çырсамăр салтаксем патне», «Юрла, салтак, юрла», «Аякри тантăша» халăх хушшинче анлă сарăлнă сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юррăсене   аслăчеменсем те тăтăшах тĕрлĕ уявсенче шăрантараççĕ, куракансене савăнтараççĕ.

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика