10:55 09 февраля 2016 г.
Нарăсăн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Алманчă ял пуçлăхĕ Георгий Фомин администраци тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене эрнесерен ирттерекен пухăвăн черетлĕ ларăвне пуçтарчĕ.
Ларура ял пуçлăхĕ пухăннисене администрацин кулленхи ĕçĕсемпе тата ку эрнере тумалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ.
Пуçлăх çĕр пайĕсене регистрацилес ыйту çинче те уйрăмах чарăнса тăчĕ.
Ялти 707 пайçăран 614-шĕ хăйсен прависене регистраци палати урлă çирĕплетнĕ, уйрăм пайланса тухнисем те пур. 56 пая администраци пуçлăхĕн постановленийĕпе «невостребованные» тесе йышăннă, 14 пая (23,61 га) администраци хăй çине регистрациленĕ.
Пай хуçисем хăйсен çĕр пайĕсене 2012 çулчен «Ленин ячĕллĕ» çĕр-ĕç фирмине, 2013 çултан Николай Федоров хресчен фермер хуçалăхне тара парса тăраççĕ. Предприниматель çуллен кашни пай пуçне 2 цетнер тырă тата кăмăл пуррисене 500 кг таран улăм тÿлевсĕр (транспорт хакĕсĕр пуçне) парса татăлать. Ялта çавăн пекех Николай Павлов фермерпа килĕшÿ тунă пайçăсем те пур. Вĕсем вара çуллен 3-шер цетнер таран тырă илеççĕ.
Г. Фомин çĕр пайĕсене регистрацилес ыйтупа куллен ĕçлемеллине, асăрхасах тăмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.
Çавăн пекех ларура Георгий Михайлович панкрута тухас патне çитнĕ «Ленин ячĕллĕ» çĕр-ĕç фирмин шăпи çинчен те аса илчĕ.
Нарăсăн 2-мĕшĕнче район адмнистраци пуçлăхĕн çумĕ Л. Кузнецов ертсе пыракан ятарлă комисси килсе кайрĕ унта. Комисси ял пуçлăхĕпе тата Н. Федоров индивидуаллă предпринимательпе пĕрле агрофирмăн ток хуçалăхне, «Березка» сĕт-çу комплексне, автопаркне çитсе килчĕ. Пăхса çаврăннă хыççăн комисси агрофирмăн пур куçакан тата куçман пурлăхĕ те хăй вырăнĕнче пулнине çирĕплетрĕ. Халиччен пурлăха салатасран ял администрацийĕ тимлесех тăчĕ. Малашне те сыхă тăрассине пĕлтерчĕ пуçлăх.
Г. Фомин пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче ялти клубра граждансен пухăвĕ пулассине пĕлтерчĕ. Унта вăл иртнĕ 2015 çулта мĕн ĕçлени çинчен отчет тăвĕ.
село Алманчиково Батыревского муниципального округа