АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 85 çулхи юбилей ячĕпе саламларĕ

15:04 13 февраля 2016 г.

     Яковлев Василий Александрович нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче 1931 çулта Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Хресчен ĕçне пĕчĕккĕлех хăнăхнă, 70 çула çитиччен тăван колхозра тăрăшнă. Чылай çул колхозра уй-хир бригадине ертсе пынă. Хастарлăхĕпе пуçарулăхĕшĕн тава тивĕçлĕ колхозник пулса тăнă. ВДНХ медалĕсем пĕрре кĕмĕл, виççĕ бронза. Василий Александрович ертсе пынипе хăй вăхăтĕнче хăмла та çитĕнтернĕ, ăна типĕтсе патшалăха панă.

     Чи пахи – çутçанталăка упрас тĕлĕшпе тăрăшнисем асра юлнă юбилярăн. Çырма-çатрана иштерсе йывăç ларттарать, пĕвесем тутарать. «Çăлкуç», «Йыт çырми» таврашсенче лартнă вăрмансем, аслă çул тăрăхĕпе ÿсекен йывăçсем – ĕç палăкĕсем.

     Василий Александрович купăсçăсен ансамбльне те çÿренĕ. «Çичĕ Ваççа» тенĕ вĕсене,  ял-йыша хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарнă.

     Мăшăрĕпе Антонина Петровнăпа çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Пянхи кун вĕсен 14 мăнук тата мăнукĕсен çичĕ ачи çитĕнеççĕ.

   Василий Александровича  Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Никандрович Раськин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Леонидовна Михайлова 85 çулхи юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх сунчĕç. «Эсир ларттарнă йывăçсем паянхи кун та таврана  илем кÿреççĕ. Сирĕн ĕçĕр çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче пуласса шанатпăр», -  пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Николай Никандрович.

Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика