15:49 15 февраля 2016 г.
Туçа тăрăхĕнчи ялсенче ял уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ тесен те юрать. Нарăсăн 14-мĕшĕнче Вăтаел ялĕнче пурăнакансем те хăйсен ялĕн престол праçникне асăнса ял уявне ирттерчĕç.Вăтаел ялĕ районти ытти ялсемпе танлаштарсан пысăках та мар. Анчах питĕ хастар та ĕçчен çынсем кунта пурах. Вĕсем пуррипе хальлехе ял тытăнса тăраят-ха.
Вăтаелсен престол праçникĕ Сретени кунĕ. Ку праçнике православи тĕнне ĕненекенсем Кивĕ заветрах пурăннă Симеон ватă Иисус Христоспа тĕл пулнине асăнса ирттереççĕ. Ватă Симеон Кивĕ сăмаха грек чĕлхине куçаракан пулнă.Турă ангелĕ ăна курăнса вăл Иисуса курмасăр вилмĕн тенĕ. Чăнах та, 360 çул пурăннă Симеон. Иисус çуралнă хыççăн 40 кунтан ăна чиркĕве илсе кайнă. Шăп çавăнта тĕл пулнă та Симеон Иисуса. Ангел пĕлтерни тĕрĕс пулнă.
Çак уява халалласа Вăтаелсем пысăк концерт лартса пачĕç. Çур ĕмĕр пĕрле пурăннă мăшăрсене, Алексей Ивановичпа Елена Макаровна Ивановсене тата Виталий Афанасьевичпа Валентина Николаевна Кирилловсене те саламлама манмарĕç.
Уявра кÿршĕ ялсенчен килнĕ хăнасем те пулчĕç.
Тойсинское сельское поселение Батыревского района