АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш сас паллийĕсемпе паллашаракан илемлĕ кĕнеке пичетленчĕ

12:39 06 апреля 2016 г.

Ача-пăча пĕчĕкренех пĕтĕмпех пĕлме тăрăшать. Ку тĕлĕшрен ăна илемлĕ ỹкерчĕксемпе пуян кĕнекесем чылай пулăшаççĕ, тавра курăмне аталантараççĕ.

Ỹкерчĕксемпе пĕрле алфавитри сас паллисем пĕрле пулсан тата та аванрах. Шăпах çакăн йышши кăларăмсен шутне кĕрет те Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă Василий Кервенĕн "Ăс парать сас палли" ("Азбука") ятлă çĕнĕ кĕнеке. Чăваш ачисемшĕн те, пуçласа чăваш чĕлхине вĕренме шут тытнисемшĕн те питĕ усăллă та кирлĕ кăларăм.

Кĕнеке чăваш алфавитĕнчи сас паллисемпе паллаштарать. Вĕсене çирĕпрех астуса юлма икĕ йĕркерен тăракан сăвă йĕркисем те пулăшаççĕ. Акă, сăмахран: "Ăман çĕре çемçетет. "Ăнса пултăр çимĕç", - тет", пĕчĕк вулаканăн пĕлĕвне ỹстереççĕ: "Зебра - зоопаркра пурнать, Зебра - çул çинче пулать". Светлана Бритвина ỹнерçĕ калăпланă ỹкерчĕксем кĕнекене пуянлатаççĕ, чĕрĕлĕх кĕртеççĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика