АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи тата космос

09:18 13 апреля 2016 г.

 

 

             Космонавтика кунне халалласа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта сахал мар мероприяти иртрĕ. 5 класра чăваш чĕлхи урокне те Светлана Никитина вĕрентекен ытти чухнехинчен урăхларах йĕркелерĕ. «Çĕнĕ сăмахсем (неологизмсем)» темăна урокра космоспа та çыхăнтарчĕç. Космос тĕнчине çĕнĕ сăмахсемсĕр палăртаймăн та!              

        Ю.А.Гагарин паттăрлăхне аса илсе ачасем илемлĕ предложенисем йĕркелерĕç, чи ăнăçлисене суйласа тетрадь çине куçарчĕç. Екатерина Матвеева вара вĕсене пĕр йăнăшсăр доска умĕнче çырса пычĕ. Чăваш çĕрĕ çитĕнтернĕ А.Николаев, М.Манаров, Н.Бударин ячĕсемпе мăнаçланчĕç пиллĕкмĕшсем, космос паттăрĕсене халалланă кĕнекесемпе паллашрĕç, презентаци те пăхрĕç, вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

           «Пĕлмелли нумай…Тата пире А.Г.Николаев та, Ю.А.Гагарин та пирĕн пекех ял ачи пулни савăнтарчĕ. Тен, пиртен хăшĕ те пулсан космонавт пулĕ, хальлĕхе лайăх вĕренмелле, сывлăха çирĕплетмелле…», - пĕтĕмлетрĕç маттур ачасем.

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика