14:13 21 апреля 2016 г.
Патăрьел районĕ республикăра муниципалитетсем хушшинчи эффективлă ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕпе юлашки çулсенче кăтартуллисен шутĕнче. 2009, 2010 çулсенче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă, 2011 çулта _ иккĕмĕш, 2012 тата 2014 çулсенче _ пĕрремĕш.
Районта мĕн пурĕ 19 ял тăрăхĕ. Вĕсем пурте район администрацийĕ ертсе пынипе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă Указне пурнăçласа халăх пурнăçĕн пахалăхне ỹстермелли федераллă, республика программисене явăçса ĕçлеççĕ.
Сăмахран, иртнĕ çул "Устойчивое развитие села 2020" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн Шăнкăртамри "Западный" микрорайонта комплекслă тата копмактлă строительствăпа пысăк ĕç пырать.
Çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, тĕрлĕ ушкăнти граждансене социаллă тимлĕх уйăрасси, ялсенчи, ял хушшинчи çулсене йĕркене кĕртесси, çĕнĕ оъектсем уçса хушма ĕç вырăнĕсем уçасси те муниципалитетăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.
Сăмах май каласан, ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе Саратов облаçĕнче "Единая Россия" партин "Современное российское село" пысăк форумĕнче агропромышленноç комплексне, мĕнпур ытти отрасле аталантарасси пирки "Единая Россия" парти Председателĕ, РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев та палăртрĕ. Икĕ пин делегат хушшинче форумра пирĕн республикаран Николай Малов та пулнă.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии