АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

14:11 22 апреля 2016 г.

 

     Кашни çулах, ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта та чăваш чĕлхине сума суса ирттерекен ĕç- хĕл пуçланчĕ. Чи малтанах 8 –мĕш классем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" брейн - ринг вăйăра тĕрĕслерĕç. Вăйăра ачасен çирĕп ăс - тăнĕ палăрчĕ. Анчах та ăслинчен ăслăраххи пур тени тÿрре тухрĕ. Пĕрремĕш вырăна Богданов Игорь, Фролова Елена тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Иванов Николайпа Попов Даниил   пайларĕç.

   Çиччĕмĕш классем вара И. Я. Яковлев ачалăхĕпе паллашрĕç. Кунта çамрăк Иван Пăрăнтăк шкулĕнче вĕреннĕ самантсене аса илчĕç. Вĕренекенсене И.Я. Яковлев вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленни, унăн ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, шухăшĕ кăсăклантарчĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç.

Батыревское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика