16:46 22 апреля 2016 г.
Тутар Республикин паллă поэчĕ Габдулла Тукай çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Çавна май Аслă Чемен ял библиотекинче «Тутар поэзийĕн хĕвелĕ» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен «Габдулла Тукай» электронлă презентации хатĕрленĕ.
Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем тутарсен паллă поэчĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе, поэтăн кун-çулĕпе паллашрĕç. Селивестрова Кристина, Семенов Сергей, Екатерина Ежова Габдулла Тукай çырнă «Каймастпăр», «Йывăр шăпа», «Тăван çĕрĕме» сăввисене вуларĕç. Людмила Ежова «Халăхăма», «Уйрăлу хыççăн». «Ах, калем» сăввисемпе паллаштарчĕ. Пурте пĕрле «Шурелĕ» юмах кĕнекине вуларĕç, ытти сăввисене тишкерчĕç. Тертлĕ пурнăçпа, атте-анне ашшине туйса çитĕнмен ача литература енне туртăнни, тăван тавралăха, тăван чĕлхене чунтан юратма вĕренни Тукай сăввисенче палăрнине каларĕç. Ўссе пыракан тутар çыравçисене вырăс халăхĕнчен вĕренсе пымалла тесе каланă. Вырăс чĕлхине, халăхне юратма йыхăрнă. Ытларах ачасем аслă сăвăçăн кунçулĕ пирки калаçрĕç.
Хусан хули таврашĕнче
Карлай текен ял пурччĕ
Унта чăхсем те юр синче
какалани матурччĕ, - тесе пуçлать «Шурелĕ» юмахне. Карлай ялĕнче Сагди аппа патĕнче пурăнма пуçланăранпа сăвă çырма тытăннă пĕчĕк Габдулла. 9 çула çитиччен Габдулла тутар чĕлхине çеç пĕлнĕ. Пĕр çын патĕнчен тепĕр çын патне çапла куçса çуренĕ – Уральск хулине çитнĕ. Пушкинпа Лермонтов, Кольцовпа Некрасов чи юратнă поэтсем пулса тăна, вĕсен сăввисене куçарнă. «Пушкинпа Лермонтов - вырăс хĕвелĕсем, эпĕ тутар уйăхĕ пултăм. Паллă поэтсенчен çутă илтĕм те çуталтăм»- тенĕ. Тукай выçăллă-тутăллă пурăнсан та литературăна парăнса ĕçленĕ. Юррисемпе сăввисем тутарсем хушшинче анлăн сарăлнă. Палăрма тытăннă çынна таста та илĕртсе чĕннĕ, анчах та вăл пуянсемпе килĕшмест. Каялла Хусана таврăнма шутлать. Тукай тĕрлĕ издательствăсенче ĕçленĕ. Унăн сăввисене пичетлесен те укси Тукай патне çитмен. Вăл сав тери начар пурăннă.
Тукай 1913 çулхи апрелĕн 15 ÿпке чирне пула вилсе каять.
Литературăра Тукай пурĕ 8 çул çеç ĕçленĕ пулсан та тутар халăх литературин чăн-чăн никĕсне хывса хăварнă. «Пирĕн халăха вĕресе тăракан чĕреллĕ çынсем, сутăнман-парăнман паттăрсем кирлĕ. Вĕсен чухăн хресченсемшĕн кĕрешмелле»- тенĕ. Хаюллăн калакансенчен пĕри пулса тăнă Тукай. Тукайпа К.Ивановăн иккĕшĕн те пĕр пек шухăшлани пур. Вĕсем пĕр пек асаппа пусмăр туснĕ, ĕмĕчĕсем те пĕрех пулнă. Тукай чăвашсем çинчен çырман, анчах та вăл тĕпчевçĕсем чăвашсем çинчен çырнисене нумай вуланă.
Тукай тутар пуянĕсене пĕр ырă сăмах та каласа хăварман. Вилес умĕн çырнă юлашки сăввинче тутар халăхне вырăс халăхĕпе туслă пурăнма пилленĕ.
Габдулла Тукайăн вилĕмсĕр пултарулăхĕ тутар халăхне кăна мар, ытти халăхсене те пĕр-пĕрипе туслă, мирлĕ ĕçре вăйлă, пурăнма чĕнет.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района