Кам тǎван чĕлхене юратмасть-
Вǎл тǎван амǎшне юратмасть.
Кам тǎван амǎшне юратмасть-
Вǎл тǎван халǎхне юратмасть.
Кам тǎван халǎхне юратмасть-
Вǎл тǎван çĕршыва юратмасть
Пирĕн тǎван чĕлхе – чǎваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен чǎвашла калаçса ÿснĕ.Чǎваш чĕлхи- атте-анне чĕлхи.Тǎван чĕлхе – чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртÿллĕн янǎрать вǎл. Пирĕн хамǎр тǎван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ǎна упрама тǎрǎшмалла. Çакна шута илсе Ыхра Çырми пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта 5-8 вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕн-и эсĕ тǎван чĕлхене?» вǎйǎ иртрĕ. «Хĕлхем», „Асамат кĕперĕ“, «Шевле» тата «Яковлев мăнукĕсем» ушкǎн пĕр-пĕринпе тупǎшрĕç. Темĕн те тумалла пулчĕ вĕсен: хаçат та кǎлармалла, ваттисен сǎмахĕсене те пĕлмелле, вĕçен кайǎк ячĕсене вырǎсла та куçармалла, чǎваш чĕлхеçисене те пĕлмелле. Анчах та вĕренекенсем çухалса каймарĕç, май килнĕ таран хǎйсен пĕлĕвне кǎтартма тǎрǎшрĕç. Ачасемшĕн чи кǎсǎк ĕç вара – И.Я.Яковлев ачалǎхне аса илесси пулчĕ. Тĕлĕнмелле – пирĕн Аслǎ Вĕрентекенĕмĕр та вĕсем пекех шкула çÿренĕ вĕт-ха, вĕсем пекех вылянǎ, кулнǎ. И.Я.Яковлев пĕчĕклех тǎлǎх ача пулса юлни вĕренекенсене пǎшǎрхантарчĕ. Чǎнах та, Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ вǎл, пурнǎç тути-масине аванах ас тивнĕ. Сакǎр çултах лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывǎр пулнине чĕрипе туйса ÿснĕ.
Питĕ хĕрÿ пулчĕ тупǎшу. Никамǎн та хыçала юлас килмест. Юлашкинчен вара, «Хĕлхем», „Асамат кĕперĕ“ тата «Шевле» ушкǎнсенчен кǎшт кǎна ытларах балл пухса, çиччĕмĕшсем-«Яковлев мăнукĕсем» çĕнтерчĕç.
Вǎйǎ вĕçĕнче вĕренекенсем тǎван чĕлхепе мǎнаçланма, хǎпартланма, хǎйсем чǎваш пулнипе мухтанма сǎмах пачĕç.
|