АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пресс-конференци çỹллĕ шайра иртнĕ

09:43 27 апреля 2016 г.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе пресс-конференци ирттернĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие 60 журналист хăтшăннă. Вăл шутра пирĕн районта тухса тăракан "Авангард" хаçачĕн экономика пай пуçлăхĕ Ольга Павлова та пулнă.

Михаил Игнатьев çăмăл мар профессипе тăрăшакан журналистсене пархатарлă та пысăк ĕçшĕн тав тунă хыççăн малтанах республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки паллаштарнă. "Экономика енчен çăмăл мар лару-тăрура та социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерни куçкĕрет"_ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноç производствин танлаштаруллă цифрисене илсе кăтартнă май.

Хаçат ĕçченĕсене тĕрлĕ ыйту кăсăклантарнă: промышленноçа, ял хуçалăхне, ытти отрасльсене аталантарасси, çамрăксене яла хăварас ыйту тата ытти те. Михаил Игнатьев кашни ыйтăва туллин ти тивĕçлĕ хуравланă.

Пресс-конференицинче хускатнă ыйтусемпе тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллашма пултаратăр.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика