09:42 12 мая 2016 г.
Паянхи яш-кĕрĕм, аслисене улăштаракан çамрăк ăру ăслă та матур пулни çеç çителĕксĕр. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хатĕрленекен каччăсем уйрăмах тĕреклĕ хул-çурăмлă та сывлăхлă пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Мешков хăйĕн программине "Кашни шкула - кире пуканĕ" текен шухăша кĕртнĕ те. Пирĕн районта çак тĕллев ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Виçĕмкун Олег Вадимович Юхмапа Пăла тăрăхне ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ май, тепĕр çичĕ шкула - Патăрьелĕнчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсене, Нăрваш Шăхалĕнчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Алманчăри вăтам шкулсене - тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕсем парнелерĕ.
- Шкулсене çакăн пек спорт инвентарĕсемпе тивĕçтерме май туса пани - пирĕн районта малашне тĕнче шайĕнче хăйĕн кăтартăвне çĕнетсе Гиннес кĕнекине кĕме пултарнă хисеплĕ ентешĕмĕр - Туçара çуралса ỹснĕ Борис Глинкин пек ăста спортсменсем çитĕнессе тепĕр хут шанăç парать. Пирĕн депутатсем вĕренỹ учрежденийĕсене, шкулсене, унта вĕренекен ачасемпе учительсене пур енлĕн, кирлĕ пек аталанма май туса пани питех те кăмăллă,- çапла хак парса тав турĕ тĕл пулусенче ыркăмăллăх парнисемшĕн район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
Районти Акатуй-сабантуй умĕн кỹнĕ пысăк парне пурне те хавхалантарчĕ, савăнтарчĕ. Чылай учительпе вĕренекенсем хăйсен эмоцине те пытараймарĕç - И. Козлов, Тутар Сăкăтĕнчи физкультура учителĕ: "Пирĕн шкул сахал мар паттăр спортсменсене хатĕрлет. Хальхи вăхăтра та тутарла наци кĕрешĕвĕн секцине 30ăн хаваспах çỹреççĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн Сабантуй илемне кỹрекен спортсменсене, пуканçăсене, хатĕрлемелли тĕллев те куç кĕрет. Шанас килет, малашне пирĕн районта ку енĕпе чемпионатсем те иртĕç".
В. Мышова, Алманчăри математика учителĕ: "Хамăрăн ачасем спортпа питĕ çывăх пулнăран, шкулти ачасене те сывă пурнăç йĕркипе çывăхлатас килет. Александр ывăлăм 17 çултах штанга йăтассипе тĕнче шайĕнче палăрчĕ. Паян-ыран салтакран таврăнмалли тепĕр ывăлăм та спортсмен. Урăхла каласан, ачасене шкул саккинченех спорта явăçтарни - пархатарлă ĕç".
Батыревский район Чувашской Республики