10:32 12 мая 2016 г.
Алманчăри Николай Федоров фермерăн 1500 гектара яхăн çĕр. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 900 гектар акма палăртнă, хуçалăхра çак кунсенче ĕçе вĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта хĕвелçаврăнăш вăррине никĕсе хываççĕ. Сăмах май, фермер виççĕмĕш çул ĕнтĕ çак культурăна çитĕнтерет.
- Хĕвелçаврăнăш тупăшлă культура тенине илтнĕрен акса пăхас шухăш çуралчĕ. Вăрлăхне Сызраньтен илсе килтĕмĕр. Пĕрремĕш çулах тухăçĕ аван пулчĕ, тыр-пулпа танлаштарсан укçи те самаях кĕчĕ. Пĕлтĕр те кăтартусем начар марччĕ пĕр гектартан 20 центнер ытла тухрĕ. Кăçал 350 гектар никĕсе хывма планланă, 50 гектара яхăн акнă. Тухăçа ỹстерме пĕр гектар пуçне 80 килограмм аммиак селитри хыватпăр. Кайран çулçă тăрăх апатлантаратпăр, тет Николай Федоров хирте ĕçсем кал-кал пынипе кăмăллăн.
Мамăк пек кăпăшка тăпрана имçамланă вăрлăха Сергей Захаров механизатор никĕсе хывать. Сеяльщиксем Алесандрпа Анастасия Пахомовсем пулас тухăç "амăшĕ" юхса пынине сăнасах пыраççĕ. Сăмах май, хĕвелçаврăнăшне акмалли агрегата фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем пахча-çимĕçе вăрлăхне никĕсе хывмалли сеялкăран тунă.
Культурăна ăçта вырнаçтарассипе те йывăрлăхсем çук. Сĕнтĕрвăрринчи тип çу тăвакан завода çулленех ăсатаççĕ.
Уй-хир хыпарĕсем - кăçал районĕпе 14600 гектарта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма палăртнă, 10510 гектарта (72 процент) ĕçе вĕçленĕ.
"Малалла", "Первомайск", "Звезда", "Тойсинская" хуçалăхсенче тыр-пула акса пĕтернĕ. "Батыревский" пĕрлешỹре, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, Н. Федоров, Р. Санзяпов феррмерсен хуçалăхĕсенче те яваплă тапхăр вĕçлесе пыраççĕ.
Районĕпе 812 гектар çĕр улми лартнă, пĕр çул ỹсекен курăксене 375, сухан вăрлăхĕ 133, сахăр кăшманĕ 220, пахча çимĕç 26 гектар акнă.
Батыревский район Чувашской Республики