АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çĕнтерĕве халалласа

15:33 11 мая 2016 г.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял библиотекинче тăрăшакансем те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнĕ май йĕркеленĕ тĕрлĕ акцисене хутшăнчĕç, кĕнеке куравĕ йĕркелерĕç, хаяр вăрсă çинчен çырнă кĕнекесене вулакансем патне çитерес тесе тăрăшрĕç. Паллă чăваш çыравçисен сăввисене вуларĕç. Александр Чил çырнă «К Победе привела весна» сăвă кĕнекипе паллашрĕç.  

Манăçми пулăма халалласа, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа иртекен уяв умĕн,   паттăрлăхпа вилĕмсĕрлĕхĕн паллине   валеçрĕç. Георги хăйăвĕ мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан Мухтав тата Астăвăм символĕ. «Çак хăйăва çакса янă самантра чăннипех те чун çавăнчĕ, çамрăксем аслă ăру çынсене татах та вăйлăрах хисепленĕн туйăнчĕ» шухăшĕсене палăртрĕс ял тăрăхĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсем. «Письмо ветерану» акцие хутшăнса ятарласа хатĕрленĕ салам çырăвĕсемпе тыл ĕçченĕсене те килĕсене çитсе саламларĕç. Тухса çуреймен тыл ĕçченĕсене вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи тертлĕ пурнăç çинчен çырнă чăваш çыравçисен кĕнекесене сĕнчĕç.

Библиотекăн хастар вулаканĕсем те «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнма вăрçă хирĕнче пулнă тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене хатĕрлерĕç. Ку ĕçре уйрăмах Александр Сюзюкин вĕрентекен хăйĕн архивĕнчи материалсемпе нумай пулăшрĕ.

 

 

 

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика