АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Алена Аршиновапа Николай Малов - пирĕн районта

17:42 19 мая 2016 г.

Майăн 19-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов пулчĕç.

Çак кунах районта "Зарница" тата "Орленок" çамрăк армеецсен юхăмĕн финалти вăййисем пуçланчĕç. Кăçалхипе вĕсем 48-мĕш хут пулаççĕ. Турхан çывăхĕнчи Кивçурт уçланкăна 300 ытла каччăпа хĕр пуçтарăннă. Унта вĕсен чылай тĕрĕслеве лекме тивет. Кунтах яшлăха нумайлăха асра тытма май паракан тĕл пулусем пулаççĕ. Çитĕнекен ăру пĕр-пĕринпе паллашать, çĕнĕ юлташсем тупать.

Вăйăсене чыслă лару-тăрура уçнă май унта хутшăнакансене саламласа тата ăнăçусем сунса район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Е. Семенов тата ыттисем те тухса каларĕç.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет Председателĕн çумĕ А. Аршинова пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен "Гимн труду" проект мĕнле ĕçлесе кайнипе интересленсе хăнасем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çитрĕç. Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕнче çитĕнекен ăрăва аслисен ырă ĕç ăсталăхне кăтартса çакнашкал воспитани пама пултарни кирек кама та савăнтармалла. Çакна Алена Игоревна та ырласа палăртрĕ. Шкулти кадетсен класĕсенче пĕлỹ пухакан ачасемпе тĕл пулнă май çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçисем çитĕннине пытармарĕ.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Н. Малов ĕç çыннине мала хурса шкулта "Гимн труду" кĕтес уçнине ырларĕ. Николай Владимирович çак кун районти суту-илỹ, культура ĕçченĕсемпе, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ.

Районти культурăпа кану центрĕнче Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи педагогика ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май А. Аршинова вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет еплерех вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ, вăтам шкултан тата 9 класран вĕренсе тухакан ачасем умра тăракан патшалăх экзаменĕсене лайăх тытчăр тесе ăнăçусем сунчĕ, тăрăшуллă ĕçченсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика