АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм Чăваш диктанчĕнче «пиллӗк» паллӑ илнисене чысларӗҫ

15:59 23 мая 2016 г.

 

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» паллӑ илнисене чысларӗҫ. Пухӑннисене институт ӗҫченӗ Александр Кузнецов тата акцин сӑн-сӑпачӗ Ольга Элиме саламларӗҫ.

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кашни ҫул Чӑваш чӗлхин кунӗнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртет. Кӑҫал унта Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчен 62 çын хутшӑннӑ, вӗсенчен «пиллӗк» паллӑлӑх8 ҫын ҫырнӑ. Вĕсем- Кулакова Светлана Пантелеймоновна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, Куракова Кристина (11класс), Максимовам Светлана (10 класс), Леонтьева Кристинапа Соловьева Марианна (8 класс), Степанова Диана (7 класс), Майкова Яна (6класс) вĕренекенсем. Диктантра Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хавлавӗнчи текстпа усӑ курнӑччӗ.

Мероприятие пынисене пурне те сертификатпа тата кӗнекепе чысларӗҫ. Юрий Виноградовпа Егорова Анна Семёновна наука ĕçченĕсем диктант ҫырма хутшӑннӑ пур ҫынна та тав турӗҫ. Акцие ытларах явӑҫтарма сӗнчӗҫ, ку акци шайне хӑпартма пултарнине каларӗҫ.

   «Пиллӗк» паллӑ илнисене саламлатпăр, малашне те хастар пулма ăнăçусем сунатпăр.

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика