АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика Пуçлăхĕн Администраци ертỹçи Юрий Васильев тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков Патăрьелсене Акатуйпа саламларĕç

13:10 14 июня 2016 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен Акатуй-Сабантуй уявне çулсеренех чыслă та сумлă хăнасем йышлăн хутшăнаççĕ. "Хĕвеллĕ" уçланкăра йĕркеленĕ 65-мĕш Акатуя ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Республика Пуçлăхĕн Администраци ертỹçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев хутшăнчĕç, Патăрьелсене ака-суха ĕçне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕç.

Юрий Егорович Васильев Патăрьелсен çитĕнĕвĕ, экономика аталанăвĕ пирки лайăх хак пачĕ:

_ Юлашки 7-8 çулта Патăрьелсем республикăри ытти районсемпе танлаштарсан тăтăшах малтисен йышĕнче пыраççĕ. Ĕçчен те пултаруллă халăх çĕр ĕçĕпе тăрăшни, ытти производство объекчĕсене хута яни, хушма ĕç вырăнĕсем туни паха,_ терĕ вăл Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн район ĕçченĕсен ячĕпе çырнă Тав çырăвне вуласа панă май.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешковпа Сергей Артамонов хăйсен сăмахĕнче ял хуçалăх отраслĕ республика экономикишĕн пысăк та уйрăм вырăн йышăннине, Патăрьелсем ку тĕлĕшпе яланах кăтартуллă, тăрăшуллă, çаврăнăçуллă пулнине палăртрĕç.

МАУДО «ДЮСШ –ФСК «Паттар»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика