11:21 06 июля 2016 г.
Вăтаелĕнче çĕнĕ медицина технологиллĕ ФАП хута кайма шутлă кунсем юлчĕç. Кунта пурăнакан 514 çын çакна чăтăмсăррăн кĕтет – малашне вĕсем сипленме кивĕ те сивĕ çурта мар, çутă та хăтлă фельдшерпа акушер пунктне сÿрĕç. Çакă уйрăмах ватăсемшĕн, пĕчĕк ачасемшĕн, çитес вăхăтра анне пулма хатĕрленекенсемшĕн çăмăллăх. Вĕсене пăхса, вăхăтра пулăшу паракан О. Кересева фельдшершăн та калама çук савăнăç. Ялта пурăнакансем çак саманта тахçанах кĕтнине куçсенче савăнăç шевли çуталнинчен те туйса илетĕн.
Унчченхинче халăха йышăнма, медицинăн малтанхи пулăшăвне пама нимĕнле услови те пулман. Паянхи ФАП пек сиплев учреждени уçăлассине çынсем чылай кĕтнĕ. Тинех кĕтсе илчĕç. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнĕ çурт умне ялти мĕн пур çын пуçтарăнасси каламасăрах паллă. Сумлă делегаци те килсе çитĕ. Шăп çак кун официаллă майпа ФАПа уçма палăртнă.
Тойсинское сельское поселение Батыревского района