19:27 08 июля 2016 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти «Асамат кĕперĕ» ĕçпе куну лагерьне çурекен ачасем С. Попова тата И. Ялукова вĕрентекенсем ерсе пынипе паян районта тухса тăракан «Авангард» хаçат редакцийĕнче экскурсире пулчĕç, журналистсен, хаçат ĕçченĕсен ĕç вăрттăнлăхĕпе паллашрĕç.
«Авангард» хаçатăн редактор тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан А. Егорова вĕренекенсене район хаçачĕн историйĕпе, творчество коллективĕпе, малашлăх плансемпе кĕскен паллаштарчĕ.
Лагере çурекенсем хаçат ĕçченĕсемпе çуллахи каникул кăмăллă та усăллă иртсе пыни пирки уçăлса калаçрĕç, район хаçачĕн кĕçĕн тусĕсем пулса кĕске заметкăсем çырма шантарчĕç.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии