АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район кунĕ _ Ыхра Çырминче

17:04 09 июля 2016 г.

 Патăрьелсен йăлана кĕнĕ уявĕсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ район кунĕнче ял тăрăхĕсене тухса халăхпа пĕрле савăнасси. Паян, июлĕн 9-мĕшĕнче, ирпе-ирех ял çынни тахçантанпа кĕтекен ăшă та шăпăр-шăпăр çăвакан çумăра пăхмасăрах, аякри те çывăхри хăнасене Ыхра Çырмисем хăйсен уçланкине тараватлăн тă кăмăллăн пуçтарчĕç. Темиçе сехет маларах çеç вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркелекен йăлана кĕнĕ тăххăрмĕш уяв кунĕнче Кзыл Камышри Çĕнĕ урамра пурăнакансемшĕн тепĕр савăнăç пулчĕ. Кунта пин çухрăма яхăн тăсăлакан асфальтлă çула уçрĕç.

Ыхра Çырминчи уçланкăра кăçалхи Ĕç çынни çулталăкне халалланă «Чечеклен, çеçкелен пирĕн Патăрьел ен» ятпа иртекен ял уявĕ пуçланиччен район кунне хутшăннă сумлă делегаци, вăл шутра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Н. Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ О. Мешков, ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов тата ытти сумлă хăнасем район админстраци пуçлăхĕ Р. Селивановпа пĕрле Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн аш-какай тирпейлекен цехĕпе паллашрĕç.

Чăн-чăн уяв юрă-кĕвĕпе саламсăр иртмест. Уçланкăра ятарласа хатĕрленĕ капăр сцена çинчен вара районăн чи матур та пултаруллă ĕçченĕсене, уйрăм çемьесене, хуçалăхсене чысланине пăхса тăма та кăмăллă пулчĕ. Районти художество пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем сценăна пĕр минут та пушă тăратмарĕç. Чăвашла, тутарла, вырăсла юрăсем умлă-хыçлă черетленсе çеç тăчĕç.

Район кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ материала тĕплĕнрех «Авангард» хаçатăн çитес номерĕнче паллашма пултаратăр

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика