АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял ĕҫченĕ -чысра, ял уявĕ хисепре тӑмалла

16:36 13 июля 2016 г.

 

Халӑхра Питрав уявне икӗ енпе ирттереҫҫӗ. Пӗр майлӑ — чиркӳ йӗркипе: чиркӗве ҫӳресе, ҫурта лартса, кӗлӗ туса тасалса, килте апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫисе, хӑналанса.
Тепӗр майлӑ — Питрав умӗнхи каҫра: Питрав кунӗнчи каҫран ҫамрӑксем вӑйӑ лапамне, сӑртне, улӑхне тухса карталанса юрласа шыва йывӑҫ туратне /авал — пӗлтӗрхи йӗрӗх хуллин тураттисене/ пӑрахса ҫурхи вӑхӑтран уйрӑлнине, ҫу вӑхӑтне куҫнине палӑртнӑ. Чӑваш Ишек ялĕнче те ĕлĕкхи йӑлана пӑрахамсӑр ҫамрӑксемпе ваттисем те ĕлĕкхине аса илсе Питрав кун вӑйӑ картине тӑчĕҫ. Карталанса тӑрса урам тӑрӑх юрласа вӑрман уҫланкинех ҫитсе килчĕҫ, ĕлĕкхи вӑйӑсене аса илчĕҫ, такмак каласа ташларĕҫ, савӑнчĕҫ, ҫырла кукӑлĕ ҫисе курӑк чейĕпе сӑйланчĕҫ. Вӑйӑ юрри ян янраса тӑчĕ, аса илӳ авӑрне путарчĕ, ватӑсен куҫĕсем те шывланчĕҫ.

77 ҫулхи Сандыркина Антонина Елисеевна, 26 ҫултах тватӑ ачапа мӑшӑрсӑр тӑрса юлнӑскер ĕлĕкхи юрӑсене чĕре витĕр кӑларчĕ, ытла та хӑвӑрт ҫамрӑк ĕмĕр иртсе кайнишĕн пӑшӑрханчĕ, пурне те телей пиллерĕ. Хаваслӑ юрӑ- ташӑ мĕн ҫĕрлеччен тӑсӑлчĕ. 

Долгоостровское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика