17:05 20 июля 2016 г.
Пирĕн районти хура тăпра пулăхлăхĕпе республикăра та чи лайăххисенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕр çулхине Америкăран килнĕ фермер хăйсем патĕнчи икĕ гектар çĕре пирĕн патăрти пĕр гектарпа улăштарма та хирĕç маррине пĕлтернĕ. Апла пулсан çак хаклă пурлăха пирĕн усăсăр вырттарма юрамасть. Июнĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ уй-хир тĕрĕслевĕнче район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов та темиçе çул пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çине тăрсах ĕçлемеллине çивĕчлетнĕччĕ. Шăпах çавăн чухне хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем çум курăк ашкăнакан лаптăксене пĕтерессине хăйсем çине илчĕç. Паян ĕç мĕнлерех пырать-ши? Çак ыйтăва татса парас тесе хирсем тăрăх тепĕр хут пăхса çаврăнтăмăр. Савăнмалли те, пăшăрханмалли те çителĕклех пулчĕ.
Тутар Сăкăчĕпе Кивĕ Ахпỹрт ялĕсен çĕрĕсем чикĕленекен вырăнта чарăннăччĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче. Ун чухне кунти çĕрпе юлашки çулсенче усă курманран çын çỹллĕш вĕренесем хĕвел çутипе киленсе кăна ỹсетчĕç. Улшăнусем халь куç умĕнчех. Сăкăтри «Весна» пĕрлешỹ уйрăм çынсене тивĕçекен 96 гектара 10 çуллăха арендăна илнĕ. Хăватлă техникăпа пĕр хутчен сухаласа тухнă. Анчах «целинана» çĕнтерме çăмăлах мар, çавна май тата тепĕр хут ĕçе пикеннĕ. Хуçалăх пай хуçисемпе çĕрпе усă курнăшăн килĕшỹ тунă. Çитес çул _ пĕр, 2018 çулта икĕ центнер тырă пама килĕшнĕ. Шел пулин те, хальлĕхе район администраци пуçлăхĕн фондне кĕрекен 92 гектарта ĕçлес текен тупăнман. Çакăнти пысăк вольтлă пăралуксем карнă юпасем пурри чăрмантарать-мĕн арендăна илес текенсене. Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев вĕсене регистрацилеме пуçăнни пирки пĕлтерчĕ.
Пушă çĕр Тутар Тимешĕнче пачах çук тесен те йăнăш мар. Уйрăм çынсен усă курман пайĕсене Анат Туçари «Звезда» ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал 150 гектар тата «Корма» агрофирма 200 гектар илнĕ. Сăмах май, агрофирмăн Кивĕ Ахпỹртре те 150 гектар çĕр пур. Икĕ хуçалăх та анасене кĕрхи валли сухаласа хăварнă. Акма тухиччен тата тепĕр хут техникăна хире кăларма палăртаççĕ.
Вăтаелне çитсен çум курăксем сарăлса ларакан темиçе анана курсан чарăнмасăр иртсе каяймарăмăр. Хуçисем хăйсене тивĕçекен пайра мĕн ỹснине те пĕлмеççĕ-шим? «Россельхознадзор» специалисчĕсем курсан пуçран шăлманни куç кĕрет.
Çĕнĕ Ахпỹртре те район администраци пуçлăхĕн фондĕнчи 77 гектара 10 çула яхăн никам та акман та, лартман та. Кăçал ăна Л. Краснова фермер пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Анана пĕр хутчен сухаланă.
_ Пулăхлă çĕр çинче хыт хура çитĕнни никама та чыс кỹмест тесе шухăшлатăп. Вăтаел патĕнчи 20 гектарта та вăрман касма тиврĕ. Темиçе çул пушă выртнă лаптăксене усă курма юрăхлă тăвасси _ питĕ йывăр ĕç, _ тет Людмила Петровна. Вăл шăпах механизаторсем ĕçе мĕнле пурнăçланине пăхатчĕ. Юнашар лаптăкра вара ятарласа çум курăксен вăрлăхне акнă тейĕн _ мĕн тĕрли кăна çук! Гербари 40 гектар йышăнать. Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ В. Краснов илсе килнĕ карттăпа пăхнă хыççăн кунти çĕре уйрăм çынсем илни паллă пулчĕ. Вĕсем ăна арендăна «Родина» хуçалăха пама килĕшнĕ, анчах тивĕçлĕ документсене туса пĕтерейменни сухаламалла мар тенине пĕлтерет-шим? Кооперативăн срокпа палăртман 165 гектарĕнче те çуррине нумай çул ỹсекен курăк акнă, тепĕр пайне кăштах сухаланă та çакăнпа ĕçе вĕçленĕ.
Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе Çĕнĕ Ахпỹртре фермерсем _ Л. Краснова, Е. Мартышкин тата ыттисем те _ ытларах тăрăшаççĕ. Пĕринчен тепри матур. Татмăшри фермерсем те вĕсенчен юлмаççĕ, çанă тавăрсах пушă выртакан çĕрсене регистрацилеççĕ, арендăна илеççĕ. Апла пулсан ял халăхĕ малашлăхпа пурăнать.
Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер та панă сăмаха тытнă. Чăваш Ишекĕнчи çын алли тахçантанпах тĕкĕнмен 160 гектара сухаласа таса пар тунă. Унта кĕрхисене акма планланă.
Уй-хир тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче Хирти Пикшикри фермерсем те усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçленине, çавна май вăрман касма тивнине пĕлтернĕччĕ. Хирсене тасатма пикеннĕ, анчах вĕçлеймен-ха. Кĕркуннеччен тирпейлесе пĕтерме шантарчĕç.
Шăнкăртампа Çĕньял ял тăрăхĕсенче, шел пулин те, çум курăк çитĕнекен лаптăксене усă курассипе вăй хума тытăнни сисĕнмерĕ. Кунти пулăхлă çĕрсем хăйсен хуçисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, хăçан та пулсан тыр-пул кашласа ларасса чунтан шанаççĕ.
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии