АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сăкăтсем ỹркенсе тăмаççĕ

17:23 11 августа 2016 г.

Сăкăт ялĕн çурçĕр хĕвеланăç енче кĕтỹ каçса çỹремелли кĕпер аванах юхăннипе Турикаспа Аслă урам çыннисем пуçтарăнса çырма урлă кĕпер тума калаçса татăлнă. Хăйсен хушшинче аслисене суйласа ял тăрăх пуçлăхĕпе калаçса хĕрỹ ĕçе пуçланă.

Халăхпа пĕрле тытăнсан нумай ĕç тума пулать - пурте кар тăрса ĕçленипе кĕске вăхăтрах çырма урлă кĕпер туса хума май килчĕ.Уйрăмах çак хастарсем маттур ĕçлерĕç - Метин Олег, Назаров Игорь, Лукин Анатолий, Кураков Валентин.

Ял тăрăхĕ те хăй енчен пулăшсах пычĕ. Тимер-бетон материалсемпе усă курса тунипе кĕпер питĕ çирĕп пулса тухрĕ.

Малашне пурте кĕпер урлă хăрамасăрах каçса çỹрĕç.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика