АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" регионсем хушшинчи конкурса хутшăнмасăр ан юлăр

08:25 01 сентября 2016 г.

Сисĕнмесĕрех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çаврăнса çитрĕ. Вăй-хал пухнă ачасене тăван шкул кĕтсе илчĕ. Çак уявпа саламлать сире Чăваш кĕнеке издательстви, унпа пĕрлех регионсем хушшинче иртекен "Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" конкурса хутшăнма йыхравлать. Аса илтеретĕп: кăçал вăл пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Пушкăрт Республикинче, Чăваш Республикин Куславкка, Етĕрне районĕсенчи вĕренекенсем, Шупашкарти шкулсенче ăс пухакансем уйрăмах хастар хальлĕхе.

"Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче тухса тăракан кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан ачасемпе вун çичĕ çула çитнĕ яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать.

Кăçал конкурс виçĕ номинаципе иртет:

"Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав". Ку номинацие хутшăнакансен Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла тĕпе хурса хайлав хатĕрлемелле, ятне памалла. Вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ - 1-5 стр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме пултаратăр.

"Кĕнекери чи интереслĕ самант" темăпа хатĕрленĕ ỹкерчĕк". Ку номинаципе хутшăнакансен кĕнекери чи кăмăла кайнă сыпăка ỹкерсе памалла. Пĕр-пĕр сăнарăн сăн ỹкерчĕкне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ỹкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ, айккине сирсе хăвараççĕ.

"Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке" номинации. Ку номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçре ачасем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алпа çырмалла, Интернетран тупса çыпăçтарнă ỹкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.

Тата çакна та астутарса хăварам: кĕнекене алла илнĕ чухне вăл Чăваш кĕнеке издательствинче тухнине астăвăр. Кирек хăш номинацире хутшăнакан ĕçе те ача хăй пурнăçламалла, аслисем хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ.

Кашни ĕç çумне уйрăм хут çине Конкурса хутшăнаканăн:

- номинаци ятне,

- ячĕпе хушаматне, -

миçе çултине,

- хăш шкулта вĕреннине (чăвашла та вырăсла та тулли те тĕрĕс),

- килти адресне

- конкурса хутшăнма хавхалатараканăн (руководителĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне, - суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине çырса памалла.

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пỹлĕм, "Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" конкурс. "Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав" номинацие тăратнă ĕçсене тата fed_ol@mailĕru электронлă адреспа яма юрать. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положенипе) тата конкурса хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче wwwĕchuvbookĕru адреспа "Конкурссем, акцисем" пайра паллашма пулать.

Ăнăçу !

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика